10:47 Шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать | |
Шĕмшешри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать. Ачасен чăваш чĕлхине тата литературине, чăваш халăх историне, культурине, йăли-йĕркине вĕренес туртăмне вăйлатас, вĕренекенсен пултарулăхне, тавракурăмне аталантарас, çÿллĕ шая çитерес тĕллевпе 6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Çӗр пин сӑмах ҫӗршывӗ» конкурс-вăйă иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне «Эпĕ чăвашла пĕлетĕп», «Чăваш Республикин символĕсем», «Пĕчĕк сăвăçă» станцисенче кӑтартрӗҫ. Чăваш чĕлхи эрнинче пуçламăш классенче вĕренекенсем И. Я. Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç. Калавсем кĕске, анчах та вĕсем пурте ăса вĕрентеççĕ. Килĕшнĕ калавсем тăрăх ачасем ÿкерчĕксем турĕç. 5 класра вĕренекенсем валли «Чĕвĕлти чĕкеç – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» конкурс иртрӗ. Çак конкурсăн тĕллевĕ – ачасен чăваш чĕлхине тата литературине, чăваш халӑх историне, культурине, йăли-йĕркине вĕренес туртăмне вăйлатасси, чăваш чĕлхин кулленхи пурнăçри вырăнне туйса тăма, тăван çĕршыв историне тарăнрах тĕпчеме вĕрентесси. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ. Вăйă-конкурс тăван чĕлхемĕре хисеплеме, унăн техĕмне туйса илме хăнăхтарать. «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă ачасене яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме пулăшать. | |
|
Всего комментариев: 0 | |