Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, Шĕмшешри вăтам шкулта «Чăваш енĕн паллă çыннисем» диктант çырчĕç. «Эткер» центр сайтĕнче «Паллă çынсен çулталăкĕ» баннерта диктанта хутшăнма каçă вырнаçтарнă. Çав каçă урлă кĕрсе акцие хутшăнакансем 45 минутра 30 ыйту çине хурав пачĕç.