08:03 «Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем» викторина | |
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ачасене тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе 6-8-мĕш классенче «Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем» викторина иртрĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине лайăх пĕлекенсем тупăшрĕç. Кашни вĕренекен хурав пама тăрăшрĕ, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Чи нумай балл пухса 8-мĕш класра вĕренекен Ялитова Анастасия малти вырăна тухма пултарчĕ. Халӑх ӑс-хакӑлӗн пуянлӑхӗпе вӗрентĕвне пӑрахӑҫа кӑларас марччӗ. Асатте-асаннесен чипер тӗслӗх вырӑнӗнчи паха йӑли-йӗркине, ырӑ кӑмӑллӑ пуян чун-чӗрине, саваплӑ туртӑмла пехил-халалне асра тытасчӗ. Ҫак еткерлӗхе ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӗклесе пырасчӗ. Чӗлхе пур пулсан эпир те яланах пур. | |
|
Всего комментариев: 0 | |